Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуррине упрама пĕлни паха

Пуррине упрама пĕлни паха

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев ертсе пынă комисси тĕрĕсленĕ вĕренỹ организацийĕсем пурте çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр.

Пушар асăрхавĕн Елчĕк округĕнчи уйрăмĕн, Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн представителĕсем шкулсенче маларах пулнă. Вĕсенче пурте йĕркеллĕ – предписани çук. Ятарлă ушкăнра тимленĕ газ участокĕн, Елчĕк округĕнчи полици уйрăмĕн ĕçченĕсем те пысăк кăлтăксем тупса палăртман.

Елчĕкри искусство шкулĕ (директорĕ Клавдия Васильева) çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 260 яхăн ачана йышăнма хатĕр. Виçĕ уйрăмăн ĕç пỹлĕмĕсенче те çутă та таса, вĕсене эстетика принципĕсене кура хатĕрлени куç кĕрет: кашни тĕс килĕшỹллĕ, кăмăл-туйăма çĕклет.

– Хăш-пĕр кабинетри урайсене эпир сăрламан кăçал – пĕлтĕртенпех лайăх тăрать, – тет Клавдия Васильевна. – Пуррипе перекетлĕ усă курма тăрăшатпăр.

Хореографи залĕ калăпăшĕпе тивĕçтермест пулин те, занятисене тивĕçлĕ шайра йĕркелеме ытти услови çителĕклĕ. Педагогсем «Культура» наци проекчĕ вăйра тăнипе те кăмăллă, унăн тивлечĕпе музыка инструменчĕсене çĕнетме майлă.

Патреккел шкулĕнче (директорĕ Ольга Петрова) 84 ачана кĕтсе илме хатĕр. Вĕсенчен 12-шĕ пуçласа çул хывĕç унта. Пĕчĕккисен пайĕнчи коридор тата классен урайĕсене пĕтĕмпех лакпа сăрланă. Сĕтел-пукан вĕсен ỹсĕмне тивĕçтерекенскер. «Хăрушсăрлăх кĕтесĕ», «Ашшĕ-амăшне пĕлме» стендсем воспитани процесĕнче усă курма вырăнлă.

Кабинетран кабинета куçса пынă май тунă ĕçсен калăпăшĕпе паллашатăн. Физика пỹлĕмĕнче, акă, тăватă стенд вырнаçтарнă. Вĕсене 9-мĕш класран вĕренсе тухнисен ашшĕ-амăшĕ парнеленĕ иккен. Кĕскен каласан, аслисем хутшăнмасăр нихăш вĕренỹ учрежденийĕнче те юсав ĕçĕсем иртмеççĕ. Çак ырă традици чылай çултанпа пырать округра.

Çирĕпленнĕ лайăх йăла ĕлĕкрех тата пурччĕ-ха: вĕренỹпе сăнав лаптăкĕсен конкурсне ирттересси. Ăна пăрахăçланă пулин те, шкулта пахча çимĕç туса илессине, тĕрлĕ чечек çитĕнтерессине мала хуни курăнать. Кăçал кунта 3,5 центнер сухан пухса кĕртнĕ, черетре – кишĕр, хĕрлĕ кăшман. Витаминлă культурăсем ачасен апатне йỹнетме те май парĕç.

Çав вăхăтрах шкул ертỹлĕхне паянхи кун водитель тата повар çукки пăшăрхантарать. Пĕрремĕш пирки округри шкулсенче чăрмав час-часах сиксе тухать-ха. Ытти шкулсенчи столовăй ĕçченĕсемпе те малашне çивĕчлĕх вăй илес хăрушлăх пур. Сăлтавĕ – вĕсене кулленхи документаци ăшне «путарса» пыни.

Кушкă шкулĕн (директорĕ Родион Портнов) коллективĕ кашни çулах вĕренỹ тапхăрне çĕнĕлĕхпе кĕме ăнтăлать. Кăçал, тĕслĕхрен, «Юрататăп сана, Кушкă шкулĕ» илемлĕ стела хатĕрленĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем И.Я.Яковлев юбилейне халалласа шкулта та, округ шайĕнче те сахал мар ĕç пурнăçланă, вырăнта унпа çыхăннă стендсем те пĕрре кăна мар.

Кадрсем çителĕклĕ, вĕренỹпе воспитанин пурлăх никĕсĕ çирĕп, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе татса памалли çук, пĕтĕм ĕçчен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă… Пĕлỹ тĕнчин алăкне паян тесен паян уçма хатĕр кунта.

Лаш Таяпа шкулĕнче (директорĕ Ирина Чернова) те маларах асăннă учрежденисенчи пекех сыхлăх, хăтлăх, тирпей-илем тĕлĕшпе пурнăçлани куç умĕнче. Çуртра кăна спонсорсен пулăшăвĕпе 108 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Унчченхинчен те çутăрах, илемлĕрех халĕ. Историпе тăван тавралăх музейне çĕнетни те кăмăла çĕклет. Юнашарти, паян савăнăçлă лару-тăрура уçăлакан мини-стадионпа та паллашрĕç комисси членĕсем. Ачасемшĕн, сывă пурнăç йĕркине юратакансемшĕн пĕтĕм услови пур унта.

2023-2024 вĕренỹ çулĕнче Шăмалак шкулĕ (директорĕ Ираида Васильева) Лаш Таяпари вăтам шкул йышĕнче пулĕ, мĕншĕн тесен ачасен йышĕ (36) пĕчĕк. 1-мĕш класа вĕренме пыракан та çук. Апла пулин те алă усса лармаççĕ кунта, яваплă тапхăра кĕтсе хатĕрленỹ мероприятийĕсене туллин ĕçе кĕртнĕ.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code